Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йывӑҫ лартни

Ҫутҫанталӑк

Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре йӑлана кӗнӗ кӗркуннехи мероприятисем старт илӗҫ. Экологи акцисемпе килӗшӳллӗн 14 пин йывӑҫ-тӗм лартма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче — 4 500 йывӑҫ, 11,5 пин — тӗмӗ.

Йываҫ-тӗме аллейӑсенче, парксенче, садсенче, ҫул хӗрринче, тӗрлӗ учреждени умӗсенче лартма палӑртнӑ. Йывӑҫ-тӗм лартнисӗр пуҫне халӑх ҫӳп-ҫап куписене пуҫтарӗ. Экологсем пӗтӗмпе 50 вырӑнта ӑпӑр-тапӑр йӑваннине палӑртнӑ. Унта 1,5 кубла метр ҫӳп-ҫап пухӑннӑ-мӗн.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе тӗп урамсенчи йывӑҫ-тӗме ятарлӑ организацисем лартӗҫ. Экологи акцийӗ валли 20 пин михӗ, 22 пин перчетке туяннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк Ҫӗмӗрлесем кедр лартаҫҫӗ
Ҫӗмӗрлесем кедр лартаҫҫӗ

Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ Ҫара каякансен аллейине йӗркелеме шут тытнӑ. Асӑннӑ канаш хастарӗсем унччен те тӗрлӗ сӗнӳпе тухса ырӑ ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ-мӗн-ха. Аллея йӗркелени те пулнӑ. Анчах хальхинче хӗрарӑмсем ҫар ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫара каякансен аллейине кедр йывӑҫҫинчен йӗркелес тенӗ. Ҫак йывӑҫа хӗрарӑмсем ахальтен суйламан. Ҫӗршыв шайӗнче вӑл пуянлӑх та ҫирӗплӗх палли теҫҫӗ. Унӑн лӑсси те, хуппи те усӑллӑ та сиплӗ. Хунавне вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗ панӑ. Йывӑҫсене хулари шкул ачисем — саккӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем лартнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ Ҫӑлпуҫсем йывӑҫ лартаҫҫӗ
Ҫӑлпуҫсем йывӑҫ лартаҫҫӗ

Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑка чӗртсе тӑратма шут тытнӑ. Ҫак тӗллевпе вӗсем хӑйсен укҫипе тата район администрацийӗ пулӑшнипе республикӑри питомниксенчен пӗринче улмуҫҫи хунавӗ туяннӑ. «Йывӑҫ ларт тата ӑна упра» акцие ирттернӗ май пӗр кунхине ял ҫыннисем пӗр шухӑшлӑн пулса йывӑҫ лартма тухнӑ. Улмуҫҫи кӑна мар, парк йӗри-тавра ҫӑлпуҫсем чӑрӑш, хыр тата ҫӑка хунавӗ лартса тухнӑ.

Ӗҫе тытӑннӑ-тытӑннах ҫынсем ялти ҫӳп-ҫапа та йӑлари хытӑ каяша пухакан ятарлӑ вырӑна турттарса кайма шут тытнӑ. Техника енчен Юрий Ларионов ял ҫынни хӑй тракторӗпе пулӑшнӑ.

Ӗҫ-пуҫа ял старости Анатолий Иванов йӗркеленӗ. Йывӑҫ лартма тата тавралӑха илем кӳме Людмила Щадрина, Людмила Васильева, Надежда Сидорова, Сергей Алексеев, Валентина Матвеева, Александр Никонов, ҫавӑн пекех Сидоровсен тата Михайловсен ҫемйисем хастар хутшӑннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та